Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыватмăшсенче черет пур-и?

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕршывĕпех халăха йышăнмалли кун пулчĕ. Çавна май республикăра пурăнакансен çăмăллăнах влаç тытăмĕнче тăрăшакансемпе çыхăнма пултарчĕç. Çапла майпа Чăваш Ен сывлăх сыхлав министрне хулара пурăнакансем Шупашкарти Çурçĕр поликлиникинче кашни ир вăрăм черетсем пухăнса каяççĕ тесе ÿпкелерĕç. Çакна тĕрĕслеме паян Владимир Викторов министр сыватмăша çитсе курма шут тытрĕ. 



14 декабря 2017
14:52
Поделиться