Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикăра «Чăваш Енри юн донорĕсем» проект вăй илет

Çитес çул Раççейре ырă ĕç тăвакансен — волонтерсен çулталăкĕ. Çамрăксен йышĕнче те таврари çынсемшĕн тăрăшакан чылай. Вĕсем ыттисене йывăр лару-тăрура пулăшаççĕ, хăрушлăхран е вилĕмрен çăлма та хатĕр. Патшлăх кун пек хастарсене хавхалантарма тăрăшать. Шупашкарти çамрăк тухтăрăн Екатерина Васильевăн «Чăваш Енри юн донорĕсем» проекчĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ.

 



21 декабря 2017
11:31
Поделиться