Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Михаил Игнатьев кадет корпусĕ тата поликлиника строительствисем мĕнле пынипе паллашрĕ

Шупашкарта тума пуçланă Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕ паян каллех влаçсен тимлĕхĕнче пулчĕ. Çурта тăвас ĕç палăртнă вăхăтран юлса пырать. Унти лару-тăрупа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Алексей Енейкин, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин 

Атăл тăрăхĕнчи кадет корпусне иртнĕ çулла тума пуçланă. Планпа килĕшӳллĕн, ăна кăçал Пĕлӳ кунĕ тĕлне туса пĕтермелле. Анчах та, проекта улшăнусем кĕртнине пула ĕç-пуç графикрен 5 уйăх кая юлса пырать. Унсăр пуçне кунта халĕ 200 строитель вырăнне 100 çын кăна тăрăшать.

Темле пулсан та, подрядчик ĕçсене вăхăтра туса пĕтерме шантарать. Çывăхрах рашча пулмалла. Кану вырăнĕпе пĕрле кадетсен шкулĕ 20 ытла гектар йышăнĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара кунта ытти регионти ачасем те вĕренме пуçламалла. Михаил Игнатьев ĕçсем мĕнле пынине хăй асăрхаса тăнине пĕлтерчĕ. 

Республика ертӳçи çавăн пекех хулари тепĕр пĕлтерĕшлĕ строительство объектĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ. Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çурт вырăнĕнче çĕнĕ поликлиника çĕклеççĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пынипе ĕç кал-кал пырать. Больницăна тума Республика хыснинчен 746 миллион тенкĕ уйăрнă.

Сиплев çуртне 2020-мĕш çулта хута ямалла. Анчах та строительсем ăна палăртнинчен маларах туса пĕтерме тĕллев лартнă.



ГТРК "Чувашия"
18 января 2018
08:49
Поделиться