Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Халăх ырлăхĕшĕн

Чăваш Республикин Правительстви Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци пухăвне янă çырăва тĕпе хурса пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума палăртать. Аса илтерер: çĕршыв ертÿçи пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче патшалăхăн çитес вăхăтри аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕ. Çырура Раççей экономикине çирĕплетес ыйтусемпе пĕрлех социаллă пурнăçри улшăнусене те палăртнă. Вĕсем чăн малтан сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ тытăмне пырса тивеççĕ.