Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ырă ĕç тăвакан медик-волонтерсем

Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе 2018-мĕш çул - «Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ». Волонтерсен юхăмĕ пирĕн республикăра та анлă сарăлнă. Паян вун-вун пĕрлешÿре тăракансем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене пулăшаççĕ, спорт, культура, вĕрентÿ тытăмĕнче пулса иртекен ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Медик-волонтерсем тĕслĕхрен вĕрентÿ учрежденийĕсене çитсе сывă пурнăç йĕрки çинчен хыпарлаççĕ.