Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Шурă вилĕм» серепине лекес марччĕ

Республикăра наркотик серепине лекекенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен 15 процент чакнă. Лару-тăрăва лайăхлатма профилактика ирттерни, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тăрăшни пулăшнă. Наркотик саракансемпе вара малашне те çивĕч кĕрешме тивĕ, - тесе палăртрĕç правительство çуртĕнчи ятарлă ларура.