Сывлăха сыхлассипе Чăваш Енре пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçланть

Унпа килĕшӳллĕн республикăри 28 шкулта ачасен куç çивĕчлĕхне упрассипе ятарлă пӳлĕмсем уçăлчĕç. Пирĕн республикăра пуçарса янă ĕç Раççейшĕн те çĕнĕлĕх.

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Семен Антонов

1-мĕш класра вĕренекенсенчен кашни 10-мĕшĕ, шкул пĕтернĕ тĕле вара çамрăксенчен çурри япăх курать е ытти куç чирĕпе аптрать. Республикăри офтальмологи больницин врачĕсем Шупашкарти хăш-пĕр шкулсенче темиçе çул куç хăнăхтарăвĕсем ирттернĕ. Ятарлă тренажерсен уссине çирĕплетнĕ. Çакна тĕпе хурса Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн министерстви пур çĕрте те профилактика ĕçне йĕркелеме йышăннă.

Сывлăха упрамалли программа 10 куна пырать. Офтальмотренажерсем çинче тунă хăнăхтарусем ― куç мыщцине çирĕплетме пулăшаççĕ. Воспитани тĕлĕшĕнчен те пысăк усă: ачасем куçа упрамаллине ăнланса телевизор е компьютер умĕнче вăхăт сахалрах ирттереççĕ. Ку таранччен республикăри чылай шкулта медицина пӳлĕмĕсем йĕркеленĕ. Унта прививкăсем тăваççĕ, шăл юсаççĕ, малашне куç вичкĕнлĕхне те упраса пырĕç. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне пур енлĕн сыхласси ― шкул медицинин тĕп тĕллевĕ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/19126

23 апреля 2018
08:21

ГТРК "Чувашия"

Школьная медицина
Поделиться