Ветерансен сывлăхĕ — малти вырăнта

Тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕ паракан программăпа килĕшӳллĕн ветерансем те çулсерен диспансеризаци тухаççĕ.  Çулталăк пуçланнăранпа 7 пин ытла çулланнă çын çак çăмăллахпа усă курнă. Паян Шупашкарти Осипов ячĕллĕ пульницă тухтăрĕсем ветерансен сывлăхне килне кайса тĕрĕслерĕç.