Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Енре 35 çул чĕре чирĕсене сиплеççĕ

Республикăри кардиологи диспансерĕ 35 çул тултарчĕ. Уяв кунĕнче те кунти тухтăрсем ĕç вырăнĕнче. Паян сыватмăшра çĕнĕ йышши операци пулчĕ. Пирĕн ăстасем ăна çĕршыври чи пултаруллă кардиохирургсемпе пĕрле туса ирттерчĕç.