Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Енре 2018 çулта 25 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла Источник: http://chgtrk.ru/news/19485

Кăçал республикăра хута яракан 1-мĕш фельдшерпа акушер пунктне Красноармейски районĕнче уçмалла. Ăна Именкассинче тăваççĕ. Уйăх каялла хăпартма пуçланă сывлăх çуртне строительсем Республика кунĕ тĕлне туса пĕтерме васкаççĕ.

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Михаил Солин

Никĕсне хывнă, куç умĕнчех çурт хăпарать, çитес вăхăтра  тăррине витме пуçламалла. Ял çыннисем строительсен ĕçне сăнасах тăраççĕ. Нина Владимирова медсестра халăха хальлĕхе правлени пулнă юхăннă çуртра йышăнать. Хăй вăл кунта 30 çула яхăн ĕçлет. Кивĕ фельдшер пункчĕн хăтлăхĕ пирки каламалли те çук. 

4 ялтан пурĕ 420  çын фельдшер пунктне сывлăхне тĕрĕслеттерме çӳрет. Вĕсенчен 60-шĕ - ачасем.  Медсестра кунта кашнинех ятран пĕлет, никама та йывăрлăхра хăвармасть, теççĕ  çынсем.

Ял-йыш сĕнĕвĕсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ тухтăрсем. Çывăхри фельдшерпа акушер пункчĕ 20 çухрăмра - Шывпуçра. Унти хăтлăх пирки илтнĕ çынсем. Именкассинчи медиксем те ĕçтешĕсем мĕнле вырнаçнине курма пынă. Шывпуçри фельдшерпа акушер пунктне çур çул каялла хута янă. 

Пĕтĕмпе Чăваш Енре 152 çĕнĕ йышши медицина çурчĕ тунă. Унта эмелпе вакцина упрамалли холодильниксем, хатĕрсене  стерилизацилемелли шкафсем вырнаçтарнă. 500 ытла çын сывлăхне пăхса тăракан Шывпуçри медпункта унсăр пуçне электрокардиографпа тата компьютерпа тивĕçтернĕ.

1-мĕш медицина пулăшăвĕпе аякри ялсенче пурăнакансем те усă курма  пултараççĕ. Кăçал 16 районта 25 фельдшерпа акушер пункчĕ хута ямалла.



ГТРК "Чувашия"