Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн эпир яваплă

Çулталăк пуçланнăранпа 5 ача шывра путнă, виççĕшĕн пурнăçĕ татăлнă. 18 ача чӳречерен тухса ӳкнĕ. Çулсем çинче пĕчĕккисемпе çыхăннă 57 авари пулнă. Умра вара - каникул. Ачасен пурнăçне тата вĕсен сывлăхне хӳтĕлес тесен эпир мĕн тума пултаратпăр? Ыйту хуравне сюжетра тупма пултаратăр.