Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ашшĕ-амăшĕ урă пулсан ачасем те телейлĕ

Эрех ĕçессине хирĕç кĕрешекен чи лайăх 20 регион йышне пирĕн республика та кĕнĕ. Çакна Шупашкарти электромеханика колледжĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи конференцире те палăртрĕç. «Ашшĕ-амăшĕ урă пулсан ачасем телейлĕ» ятпа иртрĕ вăл.