Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Ен Республика кунне паллă турĕ

Уява халалланă тĕрлĕ ĕç-пуç шăматкунпа вырсарникун нумай пулчĕ: регионсен куравĕ, халăх пултарулăхĕн, ал ĕç фестивалĕсем, акатуй тата ытти те. Шупашкарпа пĕрлех Республика кунне пĕр-пĕр районта ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал хăнасене Красноармейски тăрăхĕ кĕтсе илчĕ. 

Екатерина Фомина, Александр Петров, Павел Иритков, Игорь Ульянов 
 
Именкасси ялĕнче пурăнакансем уяв ячĕпе чаплă парне илчĕç. Кунта фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ăна тума республика хыснинчен 3 миллион тенке яхăн уйăрнă. Çĕнĕ çурта çĕкличчен уйăх ытларах çеç вăхăт иртнĕ. 

Фельдшерпа акушер пунктне мĕн кирлипе йăлтах тивĕçтернĕ. Çав шутра ятарлă компьютер программи вырнаçтарнă, интернет кĕртнĕ. Халĕ кунта ĕçлекенсем васкавлă медицина пулăшу больницин  тухтăрĕсемпе çыхăнăва тухма, ку е вăл ыйтупа вĕсемпе   канашлама пултараççĕ.  Именкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче  таврари 4 ял çыннисен сывлăхне пăхса тăрĕç. 

Красноармейски сали те уяв тĕлне чиперленнĕ. Урамсенче чечексем ешереççĕ, çĕнĕ çулсемпе тротуарсем сарнă, çавăн пекех ача-пăча паркне хăтлăлатнă, тренажерсем вырнаçтарнă. Районта пурăнакансем улшăнусемпе кăмăллă. 

Красноармейскисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕсем саламларĕç. Уява хатĕрленме района регион хыснинчен 10 миллион çурă тенкĕ грант уйăрнă. Ăна Трак тăрăхĕ конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ.

Шупашкарта та уяв ир пуçласа каçчен кĕрлерĕ. Хĕрлĕ Тÿремрен халăх татăлмарĕ. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри артистсем тухрĕç. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ача-пăча хорĕ симфони оркестрĕпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕ.

Уявра Ÿнер музейĕ, Вырăс драма театрĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли валли ырă хыпар пĕлтерчĕç. Вĕсене пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме кашнине 2 миллион та 800 пин тенкĕ грант парĕç.  Яланхи пекех пултарулăхĕпе куракансене «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăнакансем савăнтарчĕç.  Вĕсем республикăри районсенчен, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен тата Болгарирен çитнĕ. Юрă-ташă мĕн каçченех янăрарĕ. Вăл шутра Питĕрти „Ярмарка“ фолк ушкăн тата Раççей эстрада çăлтăрĕ Александр Айвазов пухăннисене уявпа саламларĕç. 



ГТРК "Чувашия"