Ырă ĕç тăванлатать, пĕрлештерет
Волонтерсен юхăмĕ пирĕн республикăра анлă сарăлнă. Паян вун-вун пĕрлешӳре тăракансем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене пулăшаççĕ, спорт, культура, медицина, вĕрентӳ тытăмĕнче пулса иртекен ĕçсене хастар хутшăнаççĕ. Медик-волонтерсем республикăн сывлăх сыхлав министрĕпе Владимир Викторовпа тĕл пулса çамрăксене кăсăклантаракан ыйтусене сӳтсе яврĕç.