Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Комсомольскинче район тĕп больницинче хĕрÿ ĕç пырать

Ăна хута янăранпа - 35 çул пĕрре те юсаман. Учреждение йĕркене кĕртме республика хыснинчен пĕлтĕр тата кăçал пурĕ 30 миллион тенкĕ уйăрнă. 
 
Елена Дмитриева, Татьяна Иванова, Владимир  Синдеев 

Галина Кокшина инфекци уйрăмĕнче иккĕмĕш кун сипленет. Кунта вăл анализсем япăх пулнипе лекнĕ. Сывлăха стационарта çирĕплетме хăвăртрах пулать тесе сĕннĕ ăна тухтăрсем. 

Стенасене сăрланă, чӳречесене, алăксене, урай улăштарнă. Кунтах санитари пӳлĕмĕсем йĕркеленĕ. Балкона тухса уçă сывлăшпа сывлама та май пур. Столовăя та тĕпрен юсанă. Çĕнĕ хатĕрсем апата хăвăртрах та пахарах пĕçерме пулăшаççĕ. Çавăн пекех çĕнелнĕ хирурги уйрăмĕнче сипленекенсене йышăнма пуçланă. Кунта строительсем  ятарлă алăксем  вырнаçтарнă. Тухтăрсем кантăк витĕр пациентсене сăнама пултараççĕ.  Стенасене тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетнĕ. Çакă сипленекенсен кăмăлне çĕклеме пулăшĕ.  Тухтăрсем валли те тивĕçлĕ майсем туса панă. Кабинетсенче çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Ырă улшăну пур уйрăмра пулмалла. 

Çулталăк вĕçлениччен больницăра шалти пур ĕçе те пĕтермелле. Тепĕр çулне вара тавралăха тирпей-илем кĕртме палăртнă. 
Каçалсем больницăна тĕпрен çĕнетнĕшĕн питĕ хĕпĕртеççĕ. Халĕ кунта сипленме те кăмăлрах, теççĕ пациентсем. 



ГТРК "Чувашия"
23 августа 2018
08:35
Поделиться