Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикăра «Сывлăх хумĕ» пуçланать

Пирĕн телерадиокомпанипе республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерстви, районсен администрацийĕсем «Сывлăх хумĕ çинче» ятпа пĕрлехи телерадиодесант ирттереççĕ. Çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, «Россия», «Россия 24», «Радио России» телерадиоканалсен республикăри кăларăмĕсем пирки халăха анлăрах пĕлтерес тĕллевпе йĕркелекен ĕç-пуç тĕрлĕ çĕрте иртĕ. Чи малтан ― Елчĕк районĕнче.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов 

Пысăк уяв ыран ― çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри стадионта пулĕ. Ăна Эльвирапа Владимир Тимофеевсем ертсе пырĕç. Уяв программи питĕ анлă. Тĕп вырăнта ― медицинăра ĕçлекенсен ăмăртăвĕсем. Елчĕк районне тĕрлĕ енпе тупăшма Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсенчи тухтăрсем пуçтарăнĕç.

«Сывлăх хумĕ çинче» телерадиодесантăн кун йĕркинче ― куракансене хавхалантармалли тупăшусемпе тĕрлĕ вăйă-конкурс, республикăри фитнес аэробика федерацийĕн спортсменĕсемпе  эстрада çăлтăрĕсем пулаççĕ: Алексей Шадриков, Надежда Заводскова, Типшем Сашук, Роза Беляева тата ыттисем те. Унсăр пуçне Шупашкарти «Диал авто» дилер тест-драйв йĕркелет. Ăмăрту çĕнтерӳçисемпе уява хастар хутшăнакансене асăнмалăх парнесем кĕтеççĕ. Медицинăра ĕçлекенсен спорт енĕпе палăрнă чи вăйлă ушкăнсем вара юпа уйăхĕнче Шупашкарта пулакан финалти ăмăртура тупăшĕç.



ГТРК "Чувашия"
25 августа 2018
11:01
Поделиться