Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Елчĕк районĕнче пирĕн телерадиокомпани пуçарнă акци иртрĕ Источник: http://chgtrk.ru/news/20397

Пирĕн телерадиокомпани республикăн Сывлăх сыхлавĕн, çавăн пекех Цифра аталанăвĕн тата массăллă коммуникацисен министерствисемпе пĕрле «Сывлăх хумĕ çинче» акци пуçарса ячĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре уçăлчĕ. Тĕплĕнрех Алексей Енейкин каласа кăтартать.

Алексей Енейкин, Михаил Солин, Владимир Синдеев

Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ хăйĕн парăннă кураканĕсемпе тата итлекенĕсемпе çывăхрах пулас тĕллевпе пĕрремĕш хут чылай районпа хулана ярса илекен акци йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ ― халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма илĕртесси тата пирĕн телерадиокомпани ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартасси.

Сывлăх уявĕ 4 районти медицина ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ. Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк тата Каçал тăрăхĕнчи пульницасенче тăрăшакансем хĕрӳ ăмăртусенче тупăшрĕç: мечĕк ывăтрĕç, тăршшĕне сикрĕç, эстафетăра чупрĕç тата ытти те. Кирек кама та пулăшма яланах хатĕр пулнине çирĕплетрĕç.

«Сывлăх хумĕ çинче» акци программи питĕ анлă пулчĕ. Спорт уявне тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕпе республикăри фитнес аэробика федерацийĕн хастарĕсем илем кӳчĕç.

Сывлăхпа спорт уявĕ халăх кăмăлне çĕклемеллипех çĕклерĕ. Пухăннисене телерадиокăларăм ертӳçисем тата эстрада çăлтăрĕсем саламларĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Хĕрÿ тупăшура Елчĕк пульницин ушкăнĕ мала тухрĕ. Уява йĕркелекенсем вара пурне те асра юлмалăх парнесемпе чысларĕç.

Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ пуçарнă проект районсенче çапла ырă вăрлăх акса хăварсан, республикăра сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансен йышĕ ӳссех пырасса шанас килет.

«Сывлăх хумĕ çинче» акцин тепĕр тапхăрĕ Етĕрне хулинче иртĕ. Унта телерадиодесант авăн уйăхĕн 8 мĕшĕнче пулĕ.



ГТРК "Чувашия"
28 августа 2018
09:29
Поделиться