Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Енре грипп чирне хирĕç прививка тума пуçланă

Республикăра пурăнакансен 45 процентне эмелпе тӳлевсĕр тивĕçтермелле. Кун пирки паян  Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская пресс-конференцире пĕлтерчĕ.  

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров 

Республикăра эпидеми тапхăрне хатĕр.  Çурла уйăхĕн  20-мĕшĕнче  Чăваш Ене грипп чирне хирĕç кĕрешмелли  вакцинăн пĕрремĕш партийĕ çитнĕ.

Кĕркунне - иммунитета çирĕплетмелли чи ăнăçлă тапхăр. Прививка тепĕр 10-12 кунтан организма хÿтелеме тытăнать, пĕтĕмпе çынна çулталăк таран чиртен сыхлать. 

18 çул тултарман ачасене, студентсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене,  тухтăрсене, коммуналлă хуçалăхра тата транспорт тытăмĕсенче тăрăшакансене,   йывăр чирпе аптракансене эмелпе тӳлевсĕр тивĕçтереççĕ.  Сывлăх сыхлавĕн министерстви предприятисемпе организацисен ертӳçисене те  хăйсен ĕçлекенĕсене прививка тумалли майсене шырама ыйтать. 

Кăçал Чăваш Енре хĕрлĕ шатра чирне тупса палăртнă. Ăна пĕр  арçын  Тайландран ертсе килнĕ. Çапах та вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу парса сыватнă. Çакăн пек чирсене сарăлма  парас мар тесен, яланах сыхă пулмалла. 
Канашлура çавăн пекех çуллахи кану тапхăрне пĕтĕмлетрĕç. 

Роспотребнадзорти специалистсем тăтăшах лагерьсене,  ачасем  йышлă пуçтарăннă ытти  вырăна тĕрĕслесех тăнă. Санитари нормисене пăснăшăн 163 протокол çырнă, яваплисене 861 пин те 600 тенкĕлĕх штрафланă.



ГТРК «Чувашия»
30 августа 2018
18:24
Поделиться