Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Етĕрнере «Сывлăх хумĕ çинче» акци иртрĕ Источник: http://chgtrk.ru/news/20531

Пирĕн телерадиокомпани республикăн Cывлăх сыхлавĕн тата Информаци аталанăвĕн министерствисем йĕркелекен «Сывлăх хумĕ çинче» акци Етĕрне хулине çитрĕ. 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев, Игорь Ульянов

Сывлăх уявне халăх Етĕрнери «Труд» стадионта пухăнчĕ. Чи малтанах кунта ăмăртусене хутшăнакан медицина ĕçченĕсем килчĕç. Пурте çĕнтерес ĕмĕтпе çитнĕ.

Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк тата Етĕрне районĕсен тĕп пульницисенчен килнĕ. Пурте çĕкленӳллĕ кăмăлпа.

Ăмăртусем пуçланиччен стадионти халăха вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем, эстрада çăлтăрĕсем саламларĕç, юрăсем парнелерĕç.

Республикăри фитнес аэробикин федерацийĕн спортсменĕсем  вара пурне те шăм-шака хускатмалли тĕрлĕ хăнăхтару, унтан рок-н-ролл ташлаттарчĕç.

Медицина ĕçченĕсем вара мала тухассишĕн 4 тĕрлĕ ăмăртура тупăшрĕç. Тăршшĕне сикрĕç, пĕр-пĕрне васкавлă пулăшу пачĕç, наçилккепе йăтса чупрĕç.

Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ çак ĕç-пуçа халăхпа çывăхрах пулас тĕллевпе йĕркелет. Çавăн пекех цифра форматлă телеканалсене мĕнле тӳлевсĕр курма пултарни пирки пĕлтереççĕ.

Уявра пирĕн компанин парăннă кураканĕсемпе итлекенĕсем йышлăн пухăнчĕç. Çынсем аякри ялсенчен те килнĕ.

Ăмăртура пĕрремĕшсем элĕксем пулчĕç. Унтан етĕрнесем, хĕрлĕчутайсем, 4-мĕшсем ― муркашсем. Тупăшусемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнакансене пурне те пылак кучченеçпе асра юлмалли парнесемпе хавхалантарчĕç. Элĕк район пульницин ушкăнĕ вара юпа уйăхĕнче Шупашкарта иртекен ăмăртусен финалĕнче хутшăнма ирĕк паракан ылтăн билета тивĕçрĕ. Уяв Анатолий Никитин ертсе пыракан „Янташ“ ушкăн концерчĕпе вĕçленчĕ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/20531



ГТРК "Чувашия"