Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Куславккара район больницин хирурги уйрăмне тĕпрен юсанă Источник: http://chgtrk.ru/news/20756

Республика хыснинчен уйăрнă укçапа кăçал Чăваш Енри чылай больницăна тĕпрен юсанă. Çапла майпа Красноармейскинчи, Комсомольскипе Хĕрлĕ Чутайри тата Кӳкеçри сиплев учрежденийĕсене çĕнетнĕ. Куславкка поликлиникинче те ĕç вĕçленнĕ. Çывăх кунсенче унта хирурги уйрăмне уçма палăртаççĕ. Медиксемпе пациентсене мĕнле хăтлăх кĕтнипе пире Чăваш Респубикин тава тивĕçлĕ врачĕ Владимир Фомин паллаштарчĕ.

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов 

Çутăпа ăшă хатĕрĕсене, сантехникăна, алăксене улăштарнă, пӳлĕмсемпе коридора пĕтĕмĕшле çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Çывăх вăхăтра шăпах çак ординатор кабинетĕнче пациентсене йышăнма пуçлаççĕ. Кунта вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе малашнехи сиплев пирки йышăну тăваççĕ. 

Халĕ медиксем кунти хăтлăхпа киленсе малашнехи ĕç йĕркине палăртаççĕ. 4 миллион ытла тенке кайса ларнă улшăнусемпе вĕсем кăмăллă пулни каламасăрах паллă. 

Тĕпрен юсанă уйрăмра чылай çĕнĕ май туса панă. Сăмахран, сурансене çыхмалли пӳлĕм мĕн пур санитари ыйтăвне тивĕçтерет. Кун пирки больницăра ĕçлекенсем ĕмĕтленме çеç пултарнă. 

Операци тумалли пӳлĕме 6 çул каялла юсанă пулнă, анчах хирурги уйрăмĕнчи ытти вырăн тахçанах юхăннă. 1991-мĕш çултанпа, корпуса хута янăранпа, ăна пĕрре те тĕпрен юсаман. 

Операци хыççăн пациентсене ура çине тăма лайăх майсем тунă. Палатăсенче тирпейлĕ, ăшă та çутă. Çывăх вăхăтра сĕтел-пукан вырнаçтармалла. Çавăн пекех ветерансем валли пĕччен выртмалли уйрăм палата хатĕрленĕ. Районта пурăнакансем хирурги уйрăмĕ уçăличченех кунти майсемпе паллашма пынă.
Медицинăра 40 çула яхăн тăрăшакан Владимир Фомина çамрăк кадрсем çукки пăшăрхантарать. Хăйĕнпе пĕрле Куславкка больницинче 2 хирург операци тăвать. Виноградов ячĕллĕ больницăн тĕп врачĕ Марина Макарова вара хирурги уйрăмне юсанипе лăпланса ларасшăн мар. Малашне хĕрарăмсен, ача-пăча тата стоматологи уйрăмĕсене юсаса çĕнетес тĕллевлĕ. 
Источник:http://chgtrk.ru/news/20756



ГТРК "Чувашия"
04 октября 2018
17:53
Поделиться