Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Ене çĕнĕ «медпункт пазиксем» илсе килнĕ

Чăваш Ене çĕнĕ «медпункт пазиксем» илсе килнĕ

ЧР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сиплев-диагностика комплексĕллĕ куçса çÿрекен 5 ПАЗ автобус туяннă. Ун пек машина пурĕ 24 илме палăртнă.

Ĕнер, юпан 16-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ вĕсемпе паллашнă. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче куçса çÿрекен мобильлĕ маммограф — КамАЗ машина — çитмелле.

Мобильлĕ ФАПсем энергетикăпа тивĕçтереççĕ. Фельдшерăн ĕç вырăнĕнче — компьютер, оргтехника, интернет. Вăл тухтăрпа çыхăнмалли мел пулĕ.

Çакăн пек ФАПсемпе малтанах сахал çын пурăнакан яллă районсене — Етĕрне, Çĕрпÿ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле — тивĕçтерĕç.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ



газета "Хыпар"