Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пĕчĕк ялсене те хальхи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç Источник: http://chgtrk.ru/news/20902

Республикăна куçса çÿрекен 5 фельдшерпа акушер пункчĕ илсе килнĕ. Автобуссене мĕн пур хатĕрпе тивĕçтернĕ. Надежда Александрова каласа кăтартать. 

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Виктор Степанов 

Пĕр купа хут çырма е шырама кирлĕ мар, хăтлă майсем тата хальхи йышши медицина хатĕрĕсем. Çакă вăл - куçса çÿрекен ФАП. Урапа çинчи медицина пункчĕ кулленхи консультацисем ирттерме те, васкавлă пулăшу пама та май парать.

Мĕн кăна çук кунта: сывлав органĕсене тĕрĕслемелли спирометр, электрокардиограф, эмел упрамалли сейф, гинекологи кресли, кушетка, мини-лаборатори, анализсене турттармалли  пĕчĕк холодильник тата ытти те. Мобиллĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче шартлама сивĕре те ăшă. Кунта хутса ăшăтмалли тытăм, кондиционер пур. Электричествăпа комплекс хăйне хăйех тивĕçтерет - автобусра генератор вырнаçтарнă. Куçса çÿрекен ФАПсемпе «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тивĕçтереççĕ. Республикăна çакăн валли федераци бюджетĕнчен 47 миллион тенкĕ уйăрнă. 

Ку техника Етĕрне, Канаш, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ĕçлĕ. Куçса çÿрекен пĕрремĕш медицина пункчĕсен хăвачĕ 357 ялта пурăнакансене е 16 пин çынна пулăшу пама çитĕ. 
Источник:http://chgtrk.ru/news/20902



ГТРК "Чувашия"
17 октября 2018
08:08
Поделиться