Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Етĕрне районĕнче харăсах 2 фельдшер пункчĕ хута кайр

Вĕсене уçма Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ кӳресси мĕнле шайра, Чăваш Енре тата çакнашкал миçе ФАП тума палăртаççĕ? Сюжетра каласа кăтартăпăр.

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров

Мăн Сĕнтĕрти фельдшер пункчĕ 30 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Вăхăт иртнĕ çемĕн çурт самай юхăннă. Пӳлĕмсене хутса ăшăтнă пулин те, хĕлле вĕсенче çил вылянă. Çĕнĕ ФАПа çу каçа туса лартма май çитернĕ.

Ял çыннисем ăна мĕнле хăпартнине куç вĕçертмесĕр тенĕ пек сăнанă. Çавăнпа фельдшер пунктне уçма ватти те, вĕтти те пуçтарăннă.

Кунта 480 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăраççĕ, çав шутра 50 ачана. Фельдшер пункчĕсенче сиплеврен ытларах профилактика ĕçне тăваççĕ. Тăтăшах сывлăхне тĕрĕслеттерсен, чылай чухне нумай йывăрлăха сирме пулать. Патшалăх та çынсен пурнăçне вăрăмлатма тĕллев лартнине палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ. Ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслеме уйăхне пĕрре район больницинчен терапевт килет. Графикпе килĕшӳллĕн офтальмологпа кардиолог та кунтах халăха йышăнаççĕ. Унсăр пуçне Етĕрне больницине лекес текенсем ФАП ертӳçи пулăшнипе специалистсем патне çырăнма пултараççĕ.

Çăлкас Кăкшăмра та хăтлă медпункт хута кайрĕ. Кивви ялти Культура çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Çĕннине туса лартма тата ăна кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме 4 миллион тенкĕ усă курнă. 2013-мĕш çултанпа Чăваш Енре пĕтĕмпе 179 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. Ку тĕллевпе 503 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çитес çул Чăваш Енре тепĕр 25 фельдшер пункчĕ тумалла, çав шутран иккĕшне - Етĕрне районĕнче. Çапла майпа вилекенсен шутне чакарма палăртаççĕ. Хальлĕхе ку хисеп Етĕрнере республикăри вăтам кăтартуран та пысăкрах. Аякра вырнаçнă, сахал çын пурăнакан ялсене вара куçса çӳрекен медпунктсем ярĕç. Ятарлă автобуссем туянма çĕршыв Правительствин резерв фондĕнчен укçа куçараççĕ. Кустăрма çинчи пирвайхи 5 ФАП Етĕрне районĕсĕр пуçне Çĕмĕрле, Канаш, Çĕрпӳ тата Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче пулĕ. Кабинăра медицина тĕрĕслевĕ ирттерме тата 1-мĕш пулăшу кӳме мĕн кирли йăлтах пур. Михаил Игнатьев çакнашкал куçса çӳрекен ФАП тĕплĕ туса лартнинче те хаклăрах пулнине каларĕ. Пĕри 6 миллион çурă тенкĕ. Çитес 2 çулта республикăра тепĕр 16 автобус туянма палăртаççĕ. Çывăх кунсенче вара куçса çӳрекен маммограф илсе килмелле.



ГТРК “Чувашия”