Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикăн çитес çулхи бюджечĕ мĕнле пулассине халăхпа сÿтсе яврĕç Источник: http://chgtrk.ru/news/21202

2019-мĕш тата ун хыççăнхи икĕ çула пăхса хунă республика хыснипе мĕнле усă курĕç? Çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва Патшалăх Канашĕнче халăхпа сӳтсе яврĕç. Унта общественноçа укçана хăш тытăмра ытларах тăккаласси тата тупăш мĕнле тăвасси пирки ăнланатарса пачĕç. 

Надежда Александрова, Валентина Алексеева, Виктор Степанов 

Тупăш пайĕ - хĕрĕх çичĕ миллиард, тăкаксем - хĕрĕх ултă миллиард тенкĕ. Çитес çул республика бюджечĕ профицитлă пулĕ. Паллах, федераци центрĕ пулăшăвĕсĕр мар. Республикăн хăйĕн тупăшĕ 28 миллиардпа танлашмалла. Çак укçан иккĕ виççĕмĕш пайĕ вăл - çынсенчен пухакан налук. Çав вăхăтрах организацисене куçакан пурлăхшăн тÿлеттерме пăрахаççĕ. Çул çинчи йĕркене пăснăшан штрафсем халĕ тӳрех Чăваш Енĕн çул-йĕр фондне каяççĕ. Вĕсемпе тĕллевлĕ усă кураççĕ. Чи малтанах - çулсене юсама тата çĕнĕрен тума. Унсăр пуçне хăрушсăрлăх ыйтăвне ÿстерес тĕллевпе видеокамерăсем вырнаçтараççĕ. Хысна укçине, малтанхи пекех, социаллă пурнăç валли ытларах тăккалĕç. 

Уйрăммăн илсен, Шупашкарта нумай енлĕ поликлиника, районсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тума, медицина учрежденисен пурлăх никĕсне çирĕплетме укçа уйăрĕç. Çавăн пекех туризма аталантарассине, ялсенче клубсем çĕклессине тимлĕх уйăрĕç. Унсăр пуçне Филармони çуртне туса пĕтермелле, шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсамалла, учебниксем тата шкул автобусĕсем туянмалла. Мĕн пур тăкакăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ шăпах вĕренӳ тытăмне пырса тивет. Вăл шутра çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем уçма палăртнă. 

Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, çакăн валли 1 миллиард та 180 миллион тенкĕ пăхса хунă. Çак укçапа 11 ача сачĕ тата 3 шкул хутя ярĕç. Иккĕшне – Шупашкарта, теприне - Куславкка районĕнче. Финанс документĕнче пысăк проектсем валли те укçа пăхса хунă. Сăмахран, Йăламра газ кĕртмешкĕн икĕ çулта 82 миллион тенкĕ тăккалама палăртаççĕ. Бюджет епле пуласси экономикăн тĕп тытăмĕсем еплерех аталаннинчен килет. Промышленноç, тĕслĕхрен, мĕн пур укçан çуррине парать. Документа сӳтсе явнă хыççăн бюджет проектне Патшалах Канашĕн депутачĕсем пăхса тухĕç. Черетлĕ сессие вĕсем çак эрнере пухăнĕç. 
Источник:http://chgtrk.ru/news/21202



ГТРК "Чувашия"