Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх сыхлавĕнчи сулмаклă 90 çул

Вăрнар район больницин 90 çулхи юбилейĕ паллă пулăмсемпе çыхăнчĕ. Сумлă дата тĕлне пултарулăх ушкăнĕн тивлечĕпе сиплев учрежденийĕн аталану тапхăрĕпе паянхи ĕçлевне халалланă «На страже здоровья» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Эрнекун чыслă хăнасем хутшăннипе пысăк юсавра çĕнелнĕ, хăтлăланнă терапи уйрăмне уçрĕç. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вара районти культура çуртĕнче иртрĕç.

Район больницинче тимлекенсене нумайăшне лайăх палланăранпа, çавăн пекех юбилей кĕнекине калăпланă май шур халатлă кашни ĕçченпе тенĕ пек «паллашма» тивнĕрен пулĕ, уяв чĕрене çав тери çывăх пулчĕ. Гиппократ тупине панисен тараватлăхĕ, пĕрлĕхĕ, ĕçтешĕсене ырсунаслăхĕ мероприяти тăршшĕпех аван палăрчĕ.

90 çулхи юбилей чăннипех те чыслă, çÿллĕ шайра иртрĕ. Пухăннисене чи малтанах больница ĕçченĕсен алăсталăх пултарулăхĕн куравĕ тыткăнларĕ.

Сцена çинче те тĕлĕнтерчĕç сиплевçĕсем. Официаллă пай пĕрлехи хорăн «Люди в белых халатах» юррипе пуçланчĕ. Уяв каçĕнче ытти илемлĕ номерпе те савăнтарчĕç вĕсем.

Экран çинче уяв тăршшĕпех больница историйĕн тĕрлĕ тапхăрне сăнлакан кадрсем улшăнса тăчĕç, фильмри сюжетсем вăл йĕркеленнĕ çулсене тавăрчĕç, паянхи ĕçе кăтартрĕç.

Николай Тинюков тĕп врач больницăн паянхи сăнĕ, аталанăвĕ тата тăнăçлăхĕ йăлтах кунта тимлекенсен тивĕçĕ пулнине палăртрĕ. Мухтанмалăх пур – юлашки çулсенче сиплев учрежденийĕсем юсавра çĕнелеççĕ çеç мар, оборудованипе те пуянланаççĕ.

Çак шухăша Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов та палăртрĕ. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку тытăма пысăк тимлĕхе илнине пула медицина учрежденийĕсем аталану валли бюджетран пысăк пулăшăва туйнине каларĕ. Çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене те асăнчĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, куçса çÿрекен акушер пункчĕсен ĕçне йĕркелесе ярасси, ача-пăча медучрежденийĕсене оборудованипе пуянлатасси, медицинăна «цифрăласси», ФАП-сене пĕрлехи сетьпе çыхăнтарасси тата ытти те. «Вăрнарта йăласене сыхласа хăварни, тытăм ĕçне йăх-ăрусем тăсни, ăспарулăх ĕçĕ пурри куçкĕрет. Ку – пирĕн ĕçре чи кирли тата чи хакли», – терĕ Владимир Николаевич Яковлевсен династине халалланă сюжетри саманта ырласа. Район больницине пысăк парне кÿчĕ вăл – 3 млн та 300 пин тенкĕлĕх сертификат медоборудованипе самаях пуянланма май парĕ.

Наградăсемпе те чысларĕ вăл. Николай Тинюков тĕп врача «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеп паллине çакса ячĕ. Галина Капирова врач-терапевт, врач-невролог пÿлĕмĕн медицина сестри Галина Наумова, Кÿстÿмĕрти ФАП ертÿçи Татьяна Сидорова тата пĕтĕмĕшле практика врачĕ Любовь Семенова Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Министерство Тавне тăваттăн илчĕç, медицина сестри-анестезист Валентина Кудрявцева, Людмила Майорова врач-педиатр, Людмила Сергеева шăл врачĕ тата Валентина Петрова медсестра.

Ырми-канми ĕçшĕн Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе инфекци уйрăмĕн заведующине Надежда Николаевана, Тавĕпе – Петр Михайлов врач-анестезиолог-реаниматолога чысларĕç.

«Тухтăрсем, медицина сестрисем, вĕсен таса чунлă ĕçĕ пур чухне эпир те сывă», – терĕç район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче чăн-чăн профессионалсем тăрăшнине палăртса. Хисеп грамотисемпе наградăланă май, пухăннисене медицина ĕçченĕн ятне малалла та чыслăн тытса пыма ăнăçу сунчĕç. Наградăсене улттăн тивĕçрĕç, Сергей Илюткин врач-хирург, Игорь Курбатов врач-анестезиолог-реаниматолог, Валентина Константинова врач-офтальмолог, Елена Петрова медицина сестри, Инна Степанова кастелянша, Упнерти ФАП заведующийĕ Светлана Сафронова.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн Хисеп грамотине илнисем, терапи уйрăмĕн заведующийĕ Рена Прокопьева, Роза Куликова врач-педиатр, Ишлĕри ФАП заведующийĕ Любовь Григорьева, Тавне тивĕçнисем, Ираида Афанасьева акушерка тата Татьяна Лаврентьева медсестра. Наградăсемпе Чăваш енри профильлĕ профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Константинова чысларĕ.

Сцена çине çавăн пекех Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисем, конкурс çĕнтерÿçисем те хăпарчĕç. Туллинрех – район хаçачĕн сайтĕнче, putpobedy.ru

– Чирлĕ çынсем сахалрах пулччăр, больницăсем мар, стадионсем çынсемпе ытларах тулччăр. Ку тиеве эпир хамăр çине хума яланах хавас! – терĕ Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ, «Химик» спорт клубĕн председателĕ Евгений Захаров.

Çакнашкалрах шухăша тухса калакан сумлă йышлă ытти хăнасем те палăртрĕç, пациентсене больницăна йывăр чирпе мар, асăрхаттару ĕçĕ валли кăна килме сунчĕç.

Уява больница ĕçченĕсемсĕр пуçне «Тивлет», «САЛАМ», «Зорюшко» ансамбльсем, ача-пăча ÿнер шкулĕн «Синяя птица» хорĕ илемлетрĕç.

Районти сывлăх сыхлавĕнче паян 421 çын тăрăшать. Вăл шутран врачсем 59-ăн, 208 вăтам медперсонал, 154 кĕçĕн медперсонал. Врачсен вăтам ÿсĕмĕ – 48 çул.

Районта пĕтĕмпе 37 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Пĕтĕмĕшле врач практикин 12 уйрăмне йĕркеленĕ. 2013 çултанпа модульлĕ 11 ФАП уçăлнă. Тĕп больница çурчĕсем тата уйрăмĕсем çулсерен çĕнелсех пыраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



21 ноября 2018
18:07
Поделиться