Патăрьел район больницинче ĕçлекен Светлана Ибетова Андрей Первозваннăй фончĕ йĕркеленĕ «Святость материнства» конкурсра палăрнă Источник: http://chgtrk.ru/news/21368

Хамăрăн кăларăмсенчен пĕринче эпир Республикăри Президент Перинаталь центрĕнче ĕçлекенсем çĕршыв шайĕнчи ăмăртура палăрни пирки каласа кăтартнăччĕ. Учрежденири репродуктивлă сывлăха упракан уйрăм тухтăрĕсем Андрей Первозваннăй фончĕ йĕркеленĕ «Святость материнства» конкурсра çĕнтернĕ. Финалистсен йышĕнче Патăрьел район больницинче ĕçлекен Светлана Ибетова медицина психологĕ те пур. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Светлана Ибетова районти тĕп больницăра 20 çула яхăн ĕçлет. Вĕсенчен 10-шне — медицина психологĕнче. Хăйĕн çитĕнĕвĕсене вăл коллектив туслă пулнипе те çыхăнтарать. Çие юлнă хĕрарăмăн иккĕленĕвне сирес, пурнăçра тĕрĕс йышăну тума пулăшас тесе унпа пĕрлех ытти специалистсем те тăрăшаççĕ. Йывăр самантра тивĕçлĕ пулăшу илнисем вăхăт иртсен те психологпа канашлама çÿреççĕ. Наталия Суркова — 4 ача амăшĕ. 4-мĕшне кун çути парнеленинче психологăн тÿпи те пур тесе шутлать вăл. Ача кĕтекен хĕрарăмсемшĕн, хĕр-упраçшăн кăна мар, пĕчĕккисемшĕн те уçă психолог алăкĕсем. «Йывăр çын пулсан хĕрарăмăн шухăш-кăмăлĕнче, кăмăл-туйăмĕнче те улшăнусем пулаççĕ. Çывăх çынсен пулăшăвĕ кирлех ун пек чухне», - теççĕ специалистсем. Çавна кура Светлана Ибетова патне атте пулма хатĕрленекен арçынсем те çÿреççĕ. Пузырниковсен çемйинче 3 ывăл. Пĕрремĕшне кĕтнĕ чухне паллашнă та вĕсем Светлана Васильевнăпа, унтанпа çыхăнăва татман. Андрей Первозванный фончĕ йĕркеленĕ «Святость материнства» конкурса 59 регионтан 400 специалист хутшăннă. Кĕçех Раççейри чи лайăх медицина психологĕсенчен пĕри Светлана Ибетова каллех çула тухĕ. Мускаври Кремль Керменĕнче иртекен Андрей Первозваннăй фончĕн чыславне йыхравланă ăна. 
Источник:http://chgtrk.ru/news/21368