Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Автопарк çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ

Çĕнĕ çулăн чи лайăх палли — пĕр-пĕрне парнесем парса савăнтарни. Медицина сферинче тата вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене кăçал парнерен чăннипех те ăнчĕ. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн площадкинче васкавлă медпулăшу ушкăнĕсене тата вăрман ĕçченĕсене çĕнĕ машинăсен уççийĕсене савăнăçлă лару-тăрура пачĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов,Республикăри Васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тĕп врачĕ Ольга Краузе, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăнчĕç.

«Тĕрĕссипе, эпир автопарка кашни çулах çĕнететпĕр. Çĕнĕ автомашинăсем чĕннĕ çĕре вăхăтра çитчĕр, шурă халатлисем чирлисене пахалăхлă, тивĕçлĕ пулăшу паччăр тетпĕр. Водительсен тĕп тĕллевĕ вара — машинăсене сехет пекех тĕрĕс-текел ĕçлеттересси. Пирĕн регионта ыттисенчен маларах куçса çÿрекен ФАП тата хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслемелли маммографи машини ĕçлеме пуçларĕ. Мидицинăна аталантарассишĕн малашне те тимлĕпĕр», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи васкавлă медицина пулăшĕвĕн подстанцийĕн 2-мĕш бригадине — Владимир Муллина, Юлия Галяминăна, Виктор Смелова тата Сергей Максимова — пуçарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетсемпе чысларĕ. Унтан Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисен тата Патăрьел районĕн васкавлă медпулăшу подстанцийĕн бригадисене çĕнĕ машинăсен уççийĕсене /пурĕ 70!/ пачĕ. Çав йышра — ГАЗ - Соболь, ГАЗ - Некст, Мерседес - Спринтер, Форд — «В» тата «С» класлă машинăсем.

Çавăн пекех Улатăрти, Вăрнарти, Канашри, Сĕнтĕрвăрринчи, Опытныйри, Шупашкарти, Шăмăршăри тата Етĕрнери вăрман хуçалăхĕсем Газ — 33086, УАЗ автомобильсен /пурĕ 15 / уççийĕсене тивĕçрĕç.



Газета "Хыпар"