Сывлăх сыхлавĕ спортпа туслă

Çулталăк вĕçĕнче кашниех хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетет. Сывлăх сыхлавĕпе Спорт министерствисен пĕрлехи тĕллевсем, алла-аллăн тумалли пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем чылай. Çавăнпа кăçалхи ĕç-пуçа пĕрле тишкерчĕç. Правительство çуртĕнче иртнĕ анлă ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй ертсе пычĕ.