Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республикăри больницăсенче диспансеризаци пуçланнă Источник: http://chgtrk.ru/news/21768

Кăçалтан çакна валли ĕçрен пĕр кун уйăрма тивĕç. Чире аталанма пуçланнă тапхăрта тупса палăртассинче шăпах çак тĕрĕслев тÿпи пысăк. 21 çултан аслăраххисене специалистсем маларах çырăнмасăрах йышăнаççĕ. Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче те сывлăхшăн хумханакан йышлă.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев

Тухтăрпа канашланă хыççăн анкетăра мĕн пăшăрхантарнине, мĕн ыратнине тÿрремĕн пĕлтермелле. Хуравсене кура мĕнле анализсем памаллине, еплерех тĕрĕслевсем витĕр тухмаллине палăртаççĕ. Аслăрах çултисен тĕрĕслевĕсем те ытларах. Тĕплĕ тĕпчеве темиçе куна тăсса ямасăр пĕр вырăнтах, кĕске хушăра ирттереççĕ.  Больницăра ку е вăл специалист кабинетне шырамалла мар. Йĕркипе вырнаçнă пÿлĕмсене пĕрин хыççăн теприне кĕрсе пымалла. 

Диспансеризаци малтанхиллех 3 çулта пĕрре тухмалла. 49 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсен вара 2 çулта пĕрре уйрăм меслетпе юн памалла. 
Тĕрĕслевре пĕр-пĕр чир аталанма пуçлани палăрсан, специалист патне малалла тĕрĕсленме тата сипленме яраççĕ çынсене. Иртнĕ çул, сăмахран, диспансеризаци вăхăтĕнче ытларах чĕрепе аптракансене тупса палăртнă. Çавăн пекех ÿпке е шыçă чирĕсене пирвайхи тапхăрта асăрхасан вĕсене хирĕç тухăçлă кĕрешме пулать. 70 çултан иртнĕ Василий Грачева диспансеризаци тухма терапевт сĕннĕ. Василий Иванович ахаль чухне те тухтăр патне кĕрсе тухма ÿркенмест. «Пĕр вырăнтах пур енлĕн тĕрĕслени вара ватă çыншăн уйрăмах паха», - тет. 

Диспансеризаци тухма çур сехет кăна кирлĕ. Апла пулин те сывлăха тĕрĕслеме 1 кун уйăраççĕ. Пенси çулне çывхаракансене ĕçрен 2 кун параççĕ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/21768



ГТРК "Чувашия"
14 января 2019
08:09
Поделиться