Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сусăр ачасене лашапа ярăнтарнă

Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти лаша-спорт комплексĕнче «Хĕллехи такан» фестиваль иртнĕ. Ăна сывлăх енчен хавшакрах ачасене физкультурăпа тата спорта туслаштарас, обществăри пурнăçа хăнăхтарас тĕлевпе йĕркеленĕ.

Фестивале хутшăннă сусăр ачасемпе çамрăксене волонтер-медиксем куçса çÿреме, лашасем çинче ярăнма пулăшнă. «Ачасем çав тери ăшă кăмăллă, вĕсен савăнăçĕ иксĕлми. Пире вĕсемпе ĕçлеме килĕшрĕ», — хавхаланнă пулас медиксем.

www.hypar.ru



Газета "Хыпар"