Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Фельдшер çурчĕсем çĕкленеççĕ

Республикăра сывлăх сыхлав тытăмне лайăхлатассипе кал-кал ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр Чăваш Ене куçса çӳрекен пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ килчĕ. Çын сывлăхне тĕрĕслекен çак ятарлă автобуссем 2021-мĕш çул тĕлне республикăра   21 таранах пулмалла. Вĕсем çын сахал пурăнакан ялсене çӳрĕç. Унсăр пуçне  ял çынни пĕрремĕш пулăшу илме фельдшер çуртне каять.