Шăнса пăсăлни ÿпке шыççине ан куçтăр тесен пулăшу тухтăрсенчен ыйтмалла Источник: http://chgtrk.ru/news/22102

Юлашки çулсенче ачасем час-часах ÿпке шыççипе чирлеççĕ. Шел пулин те, пĕчĕккисем çак амака пула вилнĕ тĕслĕх те пур. Тухтăрсем ашшĕ-амăшне тепĕр хут аса илтереççĕ: ача чирлеме пуçланине сиссенех больницăна каймалла. Унсăрăн чир шала кайма пултарать. 
 
Алиса Александрова, Виктор Степанов 
 
Республикăри ача-пăча клиника больницинче ку йывăр чире асăрхасах тăраççĕ. Паянхи куна Чăваш Енри больницăсенче ÿпке шыççинчен 47 ача сипленет. Вĕсенчен 8-шĕ çулталăк та тултарман.

Чирĕн çак паллисем шăнса пăсăлсан та пулаççĕ, апла пулин те тухтăрпа канашласа тĕрĕссине пĕлмеллех. Пневмони грипп тата вируслă инфекци анлă сарăлнă вăхăтра аталанать. Пĕр çынран теприне вăл сывлăш тăрăх ерет. Çавăнпа та халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче сахалрах пулма тăрăшмалла. Сивĕсем пуçланиччен гриппран прививка туни те аван, теççĕ тухтăрсем. Элĕк районĕнчен килнĕ Лариса Филиппова больницăра Семен ывăлĕпе выртать. Ÿслĕк чылайранпа аптратнă арçын ачана. Шупашкар районĕнче пурăнакан Анна Смирнова та иккĕлентерекен ÿслĕке вăраха ярас темен, тухтăрсемпе канашланă. 

Ÿпке шыççи — йывăр чир. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачине ниепле те хăйсем пĕлнĕ пек сиплемелле мар, теççĕ специалистсем.
Источник:http://chgtrk.ru/news/22102

13 февраля 2019
17:18

ГТРК "Чувашия"

Осторожно, грипп!
Поделиться