Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тепĕр корпус хута кайĕ

Шупашкарта вырнаçнă Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хăйĕн пирвайхи юбилейне – 10 çулхине – сумлăн уявларĕ. Уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Хальхи вăхăтри медицина технологийĕсене куллен пурнăçа кĕртекен сывлăх сыхлавĕн учрежденине тата самана таппипе тан пырассишĕн пĕлĕве ялан туптакан тухтăрсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăн Патшалăх Канашĕн Ертÿçи Альбина Егорова, ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов кăна мар, РФ сывлăх сыхлав министрĕн пулăшуçи Ляля Гебасова та çитнĕ.

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пĕрремĕш 10 пациента 2009 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Паян унта кунсерен вăтамран 40-45 çынна сипленме вырттараççĕ. Хамăр республикăрисене çеç мар, çĕршывăн 50 ытла регионĕнчи пациентсем кунта килеççĕ. Çак кĕске вăхăтра центр тухтăрĕсем миçе пин çыннăн чунтан тухакан тав сăмахне илтмен-ши! Ара çулсерен 8600 операци ирттереççĕ мар-и!

Уяв ячĕпе саламланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сиплев учрежденийĕн çитĕнĕвĕ хальхи вăхăтри оборудованипе тулăххипе кăна мар, центра ăнăçлă ертсе пынипе, ĕç коллективĕн професси шайĕ пысăккипе, унăн пĕр шухăшлăхĕпе яваплăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннине асăнса хăварчĕ.

Сиплев учрежденине малтанхи кунтанах Николай Николаев ертсе пырать. Çамрăк та талпăнуллăскер, хăйĕн ĕçне чунтан кăмăллаканскер – медицина наукисен докторĕ, сывлăх сыхлав ĕçĕн отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ертÿçин Дмитрий Медведевăн регионти йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи пулнă май вăл вĕçĕмех халăхпа тĕл пулать. Унта та çынсем сывлăх сыхлав ыйтăвĕпе сахал мар пыраççĕ.

Центрта паян 500 ытла çын ĕçлет. Хăйсен пĕлĕвне вĕсем Раççейри малта пыракан клиникăсенче çеç мар, чикĕ леш енче те вĕçĕм ÿстереççĕ. Кăткăсран та кăткăс операцисене тĕрĕс-тĕкел ирттерме хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Тепĕр тесен пирĕн тухтăрсенчен вĕренекенсем те чылай. Çакна РФ сывлăх сыхлав министрĕн пулăшуçи Ляля Гебасова палăртрĕ. Шупашкарти центр Раççейре халь уçăлакан травматологипе ортопеди профильлĕ учрежденисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине 10 çулхине уявлакан центр ячĕпе РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова шăрçаланă салам çырăвĕнче те асăннă.

Центра паянхи шая çитерессипе пирвайхи кунранах тимлеме пуçланине уявра тухса калаçнă Николай Николаев тĕп тухтăр пытармарĕ. Ĕçе йĕркелес тата сиплев меслечĕсемпе çыхăннă мелсене çулран çул çĕнетсе пынă та, пыраççĕ те. 2013 çултанпа унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн травматологи, ортопеди тата экстремаллă хирургийĕн кафедрин интерн-врачĕсемпе ординатор-врачĕсене туптама пулăшаççĕ.

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ малашне те аталансах пырĕ. Çакăн пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, кăçалтан çĕнĕ корпус тума пуçлĕç. Унта травматологипе ортопеди тата нейрохирурги профильлĕ пациентсем реабилитаци тапхăрне ирттерĕç. Объекта Федерацин 2019-2020 çулсенчи адреслă инвестици программине кĕртнĕ. Çĕнĕ корпуса хута яма 350-а яхăн миллион тенкĕ уйăрĕç.

Уяв тĕрлĕ шайри чыславпа, юрă-ташăпа пуян пулчĕ.

СĂН ŸКЕРЧĔКСЕМ...



Газета "Хыпар"