Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăта перекетлекен поликлиника

Виçĕмçул республикăра «Çĕнĕ поликлиника» проект ĕçлеме пуçларĕ. Ăна сывалма килекене тулли те паха медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çĕнĕлле ĕçлекен сыватмăшсен йышĕ çулсерен ӳссе пырать. Ку уйăхран  Шупашкарти çурçĕр хĕвеланăçĕнче пурăнакансем те ырлăха хăйсем çинче туйса илĕç.