Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чи шанчăклă мел – вакцинаци

Çак уйăхра çĕршыври харăсах темиçе регионта хĕрлĕхен чирне тупса палăртнă. Çавна пулах Новосибирск хулинче 134 вĕренÿ учрежденине карантина хупнă. Унта 40 çын чирленĕ. Инфекцие кÿршĕ Чулхулапа Чĕмпĕр тăрăхĕсенче те тупнă. Çавăнпа хĕрлĕхен Чăваш Ене те çитес хăрушлăх пур. 
 
Вероника Павлова, Екатерина Храмкина, Виктор Степанов 
 
Хальлĕхе республикăра кама та пулин хĕрлĕ шатра ернĕ тĕслĕх тупса палăртман-ха. Анчах та вирус сывлăшпа сарăлать. Нумайăшĕ юнашар регионсене ĕçлеме çÿреççĕ, чире кашниех ертсе килме пултарать. Хĕрлĕхен хăйĕн пирки тÿрех пĕлтермест. Малтан 7-18 кун ăш-чикре аталанать. Кайран температура хăпарать, вĕтĕ хĕрлĕ шатра тапса тухать. Енчен те чире вăхăтра сиплемесен – вăл шала кайма пултарать. 

Чире хирĕç кĕрешмелли чи юрăхлă май – вакцинаци, теççĕ специалистсем. Прививкăсен ятарлă наци календарĕ пур. Унпа килĕшÿллĕн ачасене икĕ хут эмел параççĕ: çулталăк тултарсан тата ултă çулта. Аслисен те асăрханмалла. Наталья Петрова – икĕ ача амăшĕ. Вакцинаци витĕмĕ пур, тет вăл. 

Ерекен чирсенчен сыхланас тĕллевпе ака уйăхĕнчен пуçласа юпа уйăхĕччен çĕршывĕпех иммунизаци тапхăрĕ пулать. Регионсене эмелпе тивĕçтернĕ те ĕнтĕ. 

Чăваш Енре хальлĕхе пин те виççĕр доза вакцина пур. Ку уйăхра тата 3 пин ытла кÿрсе килмелле. Унсăр пуçне 7 пин те 600 доза 6 çул тултарман ачасем валли хатĕрленĕ. Хĕрлĕ шатраран прививка кашни поликлиникăрах тăваççĕ. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, эмел пурин валли те çитет.
Источник:http://chgtrk.ru/news/22414



ГТРК "Чувашия"
15 марта 2019
09:31
Поделиться