Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хулари специалистсем те усă кураяççĕ Источник: http://chgtrk.ru/news/22481

Пульницăсене тухтăрсемпе тивĕçтерес ыйту Чăваш Енре те çĕршыври пекех çивĕч тăрать. Ялсенче кăна мар, хулари сиплев çурчĕсенче те врачсем çитмеççĕ. Çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе республикăра 4-мĕш çул ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшӳллĕн тухтăрсене 200 пин тенкĕ параççĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев 

Татьяна Викторова Шупашкарти 2-мĕш больницăра педиатрта ĕçлет. Куллен 40-50 ачана йышăнать. Тепĕр чух чирлекенсем патне килрен киле те нумай чупма лекет. Йывăр пулин те, çамрăк специалист кăмăллă. Пĕлтĕр вăл патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

200 пин тенкĕлĕх пулăшăва пĕрремĕш хут профессипе ĕçе вырнаçакан 35 çула çитмен тухтăрсене параççĕ. Çакă алла тин диплом илнĕ врачсене самай хавхалантарма пултарать. 

Хулари 1-мĕш клиника больницинче тăрăшакан Наталия Иванова та ĕçе вырнаçсанах çак программăна хутшăннă.

Тухтăрсене укçа-тенкĕпе пулăшакан программа çамрăк специалистшăн темрен паха. Наталия Евгеньевна суйланă ĕçе чунтан юратнине калать. Ун патне сипленме çӳрекенсем те пӳлĕмрен çĕкленӳллĕ кăмăлпа тухаççĕ.

2016-мĕш çултанпа ĕçлекен программăпа паянхи кунччен Чăваш Енри 18 çамрăк тухтăра пулăшнă. Вĕсенчен çурри ытли 1-мĕш клиника пульницинче вăй хурать.

Ĕç укçисĕр пуçне пĕр хут паракан 200 пин тенкĕ çамрăк тухтăрсене пулăшнă май больницăсене те кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерме май парĕ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/22481



ГТРК "Чувашия"
21 марта 2019
09:03
Поделиться