Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх- чи пысăк пуянлăх

Республикăра пурăнакансен ĕмĕрĕ вăрăмланнă. Пĕлтĕр кăтарту 73 çул çурăпа танлашнă. Кун пирки Чăваш Ен сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май палăртрĕ. Ларура çавăн пекех республикăри сыватмăшсен ĕç-хĕлне тишкерчĕç тата кăçалхи  тĕллевĕсене уçăмлатрĕç.