Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тухтӑрсене волонтерсем пулӑшаҫҫӗ

Чӑваш Енре "Сывлӑха пӗрле упрар" проект ӗҫлеме пуҫлӗ. Тухтӑра вӗренекен волонтерсем инфаркт, инсульт пулнӑ ватӑсене пулӑшма ҫӳрӗҫ.

Алиса Александрова, Михаил Солин 

Проект тӗллевӗ - тухтӑрсемпе танах чирлисем патне килне ҫитсе пулӑшу кӳресси. Волонтерсем юн пусӑмне тӗрӗслеҫҫӗ, эмел вӑхӑтра ӗҫнине тимлеҫҫӗ, кирлӗ пулсан терапевтпа ҫыхӑнса канашалма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ проект еплерех ӗҫленине хулари тӗп больницӑра тӗрӗслесе пӑхнӑ. Пациентсем ҫумне медицина факультечӗн студенчӗсене ҫирӗплетнӗ.
Малтанах проекта хутшӑнас кӑмӑллисене волонтерсен ушкӑнне пуҫтараҫҫӗ. Студентсене вӗрентеҫҫӗ, унтан тухтӑрсем вӗсем мӗн пултарнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ӳт температурине, юн пусӑмне, юнри сахӑр шайне виҫнисӗр пуҫне волонтерсене электрокардиограмма тума та шанаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех волонтерсем кашнин тӗлӗшпе ятарлӑ дневник ҫырса пырӗҫ. Унта чирлине мӗн канӑҫсӑрлантарнине, вӑл хӑйне кунсерен мӗнле туйнине палӑртӗҫ. "Сывлӑха пӗрле упрар" проект республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей ҫамрӑкӗсен гранчӗпе пурнӑҫланать.

Источник:http://chgtrk.ru/news/23858



ГТРК "Чувашия"