Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлӑха упрамалли майсем анлӑланнӑ Источник: http://chgtrk.ru/news/24363

Республикӑра шӑнса пӑсӑлнине хирӗҫ вакцинаци тумалли тапхӑр пуҫланнӑ. Сывлӑха тӗрлӗ майпа ҫирӗплетме пулать. Чи малтанах - больницӑсенче. Унсӑр пуҫне тухтӑрсем ӗҫ коллективӗсене тухса ҫӳреҫҫӗ. Халӗ тата куҫса ҫӳрекен пунктсемпе усӑ курма пулать. Тӗп хулари 1-мӗш клиника больницинчи специалистсем вӑл е ку микрорайона ҫитсе ҫынсене прививка тӑваҫҫӗ. Урапа ҫинчи ҫакӑн пек лаборатори Кадыкова урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче чарӑнчӗ. 

Надежда Александрова, Семен Антонов 

Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗ - чи пысӑкки. Клиника больницине кӑна 130 пин ҫын сипленме ҫӳрет. Куҫса ҫӳрекен пункт ҫурт умнех килессине хула ҫыннисем маларах пӗлнӗ. Тухтӑрсем хӑйсене йышӑнасса вӗсем черете тӑрсах кӗтрӗҫ.

Прививка "Совигрипп" вакцинӑпа тӑваҫҫӗ. Ку вӑл паянхи кун чылайӑшне тивӗҫтерекен эмел. Ҫынсене документсӑр та йышӑнма пултараҫҫӗ, кирлӗ информацие компьютер базинче тупаҫҫӗ. Прививка тӑвиччен пациентӑн сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, юн пусӑмне виҫеҫҫӗ. Ҫынсем ҫакна хӑйсен ирӗкӗпе тунине алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ.

Мобиллӗ пункт пурне те тивӗҫтерчӗ. Ҫулланнисем те, ҫамрӑсем те хӑйсен сывлӑхне усӑ тунине палӑртрӗҫ. Пурӗ 113 ҫын гриппран ҫакнашкал майпа хӳтӗленме кӑмӑл турӗ.

Куҫса ҫӳрекен пунктсем малашне те ӗҫлӗҫ. Вӗсен графикӗпе 1-мӗш клиника больницин сайтӗнче паллашма пулать.



ГТРК "Чувашия"