Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вӑрнар районӗнчӗ пушӑ ларнӑ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлесе кайнӑ Источник: http://chgtrk.ru/news/24383

Чӑваш Енре "Земство фельдшерӗ" программа малалла пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн пӗлтӗр 32 специалист ялсене ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Тӗллевлӗ программӑпа Вӑрнар районӗнчи фельдшерсем те усӑ кураҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Семен Антонов

Виталий Захаров ҫур ҫул ытла Малти Ишекри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшать. Вӑл Канашри медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ, диплом алла илсен 10 ҫул ытла фельдшер-лаборантра тӑрӑшнӑ. Анчах та больницӑра шалу пӗчӗк пулнипе Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ. Чун туртнипе, профессие юратнипе темиҫе ҫултан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Сӑмах май, Виталий Захаровӑн аппӑшӗпе пиччӗшӗ те медицинӑра вӑй хураҫҫӗ, ашшӗ вара ветеринар пулнӑ. Юратнӑ ӗҫре хӑйне тупнишӗн хӗпӗртет фельдшер.

Фельдшер Малти Ишекре, Малти Кӑкшӑмра тата Айкӑшра пурӑнакансен сывлахне асӑрхаса тӑрать. Виталий Захаров пациентсене кӑнтӑрлаччен медпунктра йышӑнать, унтан чирлисем патне килӗсене каять. Ҫынсене эмелпе сиплени ҫителӗксӗр, тет Виталий Валерьянович. Кашнине сӗнӳ-канашпа, ырӑ сӑмахпа пулӑшма тӑрӑшать. Тухтӑр патӗнчен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухса кайни те чир-чӗртен хӑвӑртрах сывалма пулӑшать. Ҫынсем фельдшер ӗҫне ырлаҫҫӗ.

Фельдшерпа акушер пунктӗнче пациентсене пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне пама, тӗрӗслевсем ирттерме майсем ҫителӗклӗ. Кунта ҫынсене йышӑнмалли пысӑк та ҫутӑ пӳлӗм, процедура кабинечӗ, эмел усрамалли ятарлӑ вырӑн пур. Медпункта шыв, ӑшӑ кӗртнӗ, канализаци те тунӑ. Ҫур ҫулта пӗрре кунта вӑрнарти тухтӑрсем те ҫынсене йышӑнма килсе каяҫҫӗ. Сӑмах май, ялти медицина ҫуртне 2017-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ.

Виталий Захаров "Земство фельдшерӗ" программӑпа нарӑс уйӑхӗнче ӗҫе вырнаҫнӑ. Патшалӑх специалиста 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Фельдшерӑн халӗ ялта сахалтан та 5 ҫул тӑрӑшмалла. Виталий Валерьянович тӗллевлӗ программа вӗҫленсен те кунтах юлма ӗмӗтленет. Ҫакӑн пек пулӑшу специалистсене яла илӗртме май парать, ӗҫре те хавхалантарать, тет вӑл.

"Земство тухтӑрӗ" тата "Земство фельдшерӗ программӑсем вӑя кӗнӗренпе районта 23 врач тата 3 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ. Специалистсене районта татах та кӗтеҫҫӗ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/24383



ГТРК "Чувашия"