Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Гериатри центрӗнче ваттисен сывлӑхне упрассипе тӑрӑшаҫҫӗ Источник: http://chgtrk.ru/news/24612

Паян - ваттисен кунӗ. Ҫак уява Раҫҫейре 1990-мӗш ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре те аслӑ ӑрурисен кунне халалланӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ - акцисем, кану каҫӗсем, концертсем, тренингсем, тӗл пулусем иртеҫҫӗ. Паян республикӑра 60 ҫултан аслӑрах 255 пин ҫын пурӑнать. Ку вӑл мӗн пур халӑхӑн 20 проценчӗ. Нумай пурӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Йывӑрлӑхсем пур пулин те, сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем ватӑсене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта гериатри центрӗ уҫӑлнӑ. Унта пациентсене мӗнле сиплеҫҫӗ? Пирӗн корреспондент Елена Дмитриева каласа парать. 

Елена Дмитриева, Семен Антонов

Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Вениамин Сорокин ӗмӗрӗпех район хаҫатӗнче вӑй хунӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ 81 ҫулти асатте больницӑра та хаҫат-журнал алӑран вӗҫертмест, республикӑри хыпарсемпе кӑсӑклансах тӑрать. Чӑваш Енри гериатри центрне ӑна вырӑнти тухтӑрсем сывлӑхне ҫирӗплетме янӑ. Вениамин Иванович кун йӗркипе питӗ кӑмӑллӑ.
Юлия Федорова центрта пӗрремӗш хут. Кинеми больницӑна урасем ыратнипе лекнӗ. Кунта сипленнӗ май сывлӑх самай лайӑхланнипе хӗпӗртет хӗрарӑм.
Гериатри центрне кӑҫӑл пуш уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗ ҫумӗнче уҫнӑ. Ҫак тапхӑрта кунта республикӑра пурӑнакан чылай ватӑ сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Центрта тивӗҫлӗ канӑва тухнисене тӗрлӗ енлӗн сиплеҫҫӗ.
Пациентсем валли сиплев физкультурин кабинечӗ те пур. Ватӑсем тӗрлӗ хускану туса ҫан-ҫурӑмне ҫирӗплетеҫҫӗ. Скандинави уттине кӑмӑллакансем каҫсерен больница ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. Электро-, лазер-, шыв- терапи кабинечӗсенче тӗрлӗ процедура тӑваҫҫӗ, сыпӑсемпе аптракансене парафинпа сиплеҫҫӗ. Стационарта пӗтӗмпе 20 вырӑн. Пӳлӗмсенче икшерӗн пурӑнаҫҫӗ. Пациентсем кунта вӑтамран 12-14 кун пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех центрта гериатри кабинечӗ ӗҫлет. Тухтӑрсем аслӑ ҫултисене пӗр сехет йышӑнаҫҫӗ, кашнинпе тӗплӗн калаҫаҫҫӗ, мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлеҫҫӗ, анализсене шута илсе чирсене хирӗҫ мӗнле кӗрешмеллине палӑртаҫҫӗ. Ватӑсене эмелпе сиплени ҫителӗксӗр, чи пӗлтерӗшли - ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарни, теҫҫӗ кунти тухтӑрсем. Аслӑ ӑрурисемпе кӑмӑлтан калаҫни, вӗсене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарни пурнӑҫри йывӑр самантсене сирме пулӑшать, чунӗсемпе хӑйсене ҫамрӑкрах туйма май парать. Гериатри пулӑшӑвне малашне те республикӑра "Аслӑ ӑрурисем" проектпа килӗшӳллӗн йӗркелесе пыма палӑртаҫҫӗ. Тӗп тӗллев - ватӑсен ӗмӗрне вӑрӑмлатасси, вӗсен пурнӑҫне туллирех тӑвасси.
Источник:http://chgtrk.ru/news/24612



ГТРК "Чувашия"