Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çĕнĕ поликлиника хута кайĕ

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Япăх туйсан, сывлăх хавшасан кашниех пулăшу ыйтма больницăна васкать. Çавăнпа та çĕнĕ сиплев çурчĕсем хăпартни, вĕсене юсани пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра малашне хулан тĕп больницин çĕнĕ поликлиники пулĕ. Унти строительство ĕçĕсемпе паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ.