Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сиплев ҫурчӗ пациентсене йышӑнма хатӗрпе пӗрех Источник: https://chgtrk.ru/news/24789

Тӗп хула варринчи поликлиникӑна ҫывӑх вӑхӑтра хута ярӗҫ. Ӗҫсем мӗнле пынипе Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев паллашрӗ. Ҫӗнӗ поликлиникӑна ача ҫуратмалли больница пулнӑ вырӑнта ҫӗкленӗ. Халӗ ун пирки медицина учрежденийӗн малти пайӗ кӑна аса илтерет. Сиплев центрӗнче пациентсене тӗрлӗ специалист йышӑнӗ.

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров



ГТРК "Чувашия"