Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн Чăваш Ен çыннисен пурнăç шайне ÿстересси пирки калакан хушупа килĕшӳллĕн çитес çул 3,4 млрд. тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. Нухратăн пысăк пайĕ сывлăх сыхлав тытăмне вăйлатма  пулăшмалла.  Паянхи кун тĕлне медицина учрежденийĕсен ҫуррине ытла юсаса çĕнетнĕ, анчах юхăннисем пур-ха. Вĕсене тĕпрен юсама, çĕнетме 1 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Çитес 5 çулта вара мĕнпур сыватмăша юсама тĕллев лартнă.