Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чĕре çине операци турĕç

Юлашки вăхăтра чĕре чирĕпе аптăракансен йышĕ ÿснине палăртаççĕ тухтăрсем. Çакă специалистсене те çĕнĕ сиплев мелĕсене алла илме хистет, вĕсемпе республикăри больницăсенче те усă кураççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паян Шупашкарти кардиологи центрĕнче черетлĕ операцире пулчĕ.