Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Парк çĕнĕ машинăпа пуянланать

Чирлекенсем патне вăхăтлă çитсе пулăшу кӳрессипе Чăваш Ен Раççейре виççĕмĕш вырăнта тăрать. Çакна техника çителĕклĕ тата юсавлă пулни  те витĕм кӳрет, çĕнĕ транспорта республикăра кăçал тата та туянма палăртаççĕ. Çакна валли хыснара 40 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă.