Министерство здравоохранения Чувашской Республики

50 çулти хирурги уйрăмĕ

Вĕсене чи хаклине - ачасен сывлăхне шанса параççĕ.  Республикăри ача-пăча клиника больницин хирурги уйрăмĕ кăçал 50 çулхи çавра çулне паллă тăвать. Ахальтен мар асăннă сыватмăш тухтăрсен квалификацине ÿстермелли никĕс тата медицина центрĕ шутланать. Кунта районсенчи больницăсен тухтăрĕсем, ординаторсем стажировкăра пулса хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумне ирттерме те хăй вăхăтĕнче Чăваш Ене суйласа илнĕ. Çĕршывăн 50 ытла регионĕнчен тата Беларуçран, Кăркăсстанран, Узбекистанран  чи паллă хирургсем пухăннă унта.