Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Медицина становится ближе к народу

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче медицина тытăмĕ пирки сахал мар каларĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсене, поликлиникăпа васкавлă пулăшу сыватмăшĕсене юсаса кирлĕ хатĕрпе  тивĕçтерме 550 миллиард тенкĕ уйăрнине палăртрĕ вăл. Республикăри пуçламăш медицина учрежденийĕсен ĕçĕ тивĕçтерет-и тата вĕсен шайĕ мĕнлерех? Кун пирки малалла тĕплĕнрех каласа парăпăр.