Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Юсав ĕçĕсем вĕçленĕç

Республикăра сывлăх сыхлав тытăмне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсеренех ялсемпе хуласенчи сыватмăшсене, сывлăх сыхлавĕн объекчесене юсаса çĕнетеççĕ — вĕсем паянхи куна тивĕçтермелле. Шупашкарти ача-пăча пульницинче те юсав ĕçĕсем  пыраççĕ. Вĕсем вĕçленсен кунта çÿрекен ашшĕ-амăшне те, ачи-пăчине те хальхинчен чылай меллĕрех пулĕ.