Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли кун

Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли кун. Çак амака темиçе ĕмĕр каялла Египетра тупса палăртнă. Асăннă чир çулланнисене кăна мар, кĕçĕннисене те çыпăçма пултарать. Паян пĕтĕм тĕнчипе онкологи чирĕпе 200 пин ача асапланни паллă. Кунашкаллисем пирĕн республикăра та пур.



ГТРК "Чувашия"